Чӑваш Енӗн прокуратурин сайчӗ ӗнер, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, каҫхине ӗҫлесе кайнӑ. Асӑннӑ интернет-ресурса хакерсем тапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Константин Ишутов блогер пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей территорийӗнче чарнӑ «Ислам патшалӑхӗ» терроризмла организацие (унӑн ӗҫӗ-хӗлне Раҫҫейре чарнӑ) кӗрекен Moroccan Islamic Union-Mail хакер ушкӑнӗ прокуратура серверне кӑрлачӑн 7-мӗш–8-мӗш каҫхине тапӑннӑ. Ун чухне тӗп страницӑна пӑснӑ. Кайран сайтӑн ытти пайне те, ҫав шутра «Руководство прокуратуры» ятлине, тапӑннӑ.
ШӖМӗн тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин регионти уйрӑмӗсем сайта пӑснине тӗрӗсленине те эпир палӑртнӑччӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, сайта камсем тапӑнма пултарнине прокуратура комментарилемест. Ку пӑтӑрмаха специалистсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Константин Ишутов блогер пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн прокуратурин сайтне хакерсем тапӑннӑ. Сайта, чӑн та, паян ирхи вунпӗр тӗлӗнче те кӗме май килмерӗ.
Раҫҫей территорийӗнче чарнӑ «Ислам патшалӑхӗ» терроризмла организацие (унӑн ӗҫӗ-хӗлне Раҫҫейре чарнӑ) кӗрекен Moroccan Islamic Union-Mail хакер ушкӑнӗ прокуратура серверне кӑрлачӑн 7-мӗш–8-мӗш каҫхине тапӑннӑ пулать. Ун чухне тӗп страницӑна пӑснӑ. Кайран сайтӑн ытти пайне те, ҫав шутра «Руководство прокуратуры» ятлине, тапӑннӑ.
«Мой город Чебоксары» интернет-порталта ҫырнӑ тӑрӑх, ШӖМӗн тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин регионти уйрӑмӗсем сайта пӑснине тӗрӗслеҫҫӗ. Ку хыпара вӑл «РИА Новости» информагентство пӗлтерни тӑрӑх хатӗрленӗ. Ислам хакерӗсем тапӑннипе тапӑнманнине ятарлӑ службӑсем комментарилеменнине те палӑртнӑ.
Яланхи пекех ҫулталӑк вӗҫленнӗ май эпир ҫулталӑк ҫыннине палӑртатпӑр. Ку ӗҫ пӗтӗмпех эсир хутшӑннипе пулсан иртет — камшӑн эсир ытларах сасӑлатӑр, ҫав ҫулталӑк ҫынни ятне тивӗҫӗ те. Номинантсем вара — ҫулталӑк хушшинче хӑйсем ӗҫӗпе палӑрнисем.
Вӗсен йышне кунта алфавит тӑрах палӑртрӑмӑр (хушаматсемпе):
Акапасар — сайтри хурал кӗтесӗнчи калаҫусене сӳнме паманшӑн.
Татьяна Акимова — биатлонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗшӗн.
Александр Блинов — наци телекуравӗнче чӑвашла вӗренмелли уроксем йӗркеленишӗн.
Владимир Болгарский — Крым ҫурутравӗ ҫумӗнчи Хӑнакурта (Фанагоринче) авал вырнаҫнӑ Аслӑ Пӑлхара хисеп туса чул вырнаҫтарнӑшӑн.
Леонид Волков — сӗтев илнӗ тесе айӑпланине хирӗҫ тивӗҫлӗн кӗрешнӗшӗн.
Никита Васильев — велосипедпа тӗнче касса ҫӳресе чӑвашсем пирки каласа панӑшӑн.
Юрий Исаев — вӗренӳ министрӗн пуканне йышӑнма тивӗҫнӗшӗн.
Дмитрий Моисеев — малтан «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ таран ӳсме, кайран тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама та хӑват ҫитернӗшӗн.
Вячеслав Оринов — культура министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннӑ хыҫҫӑн хастар ӗҫленишӗн, ҫамрӑксен театрӗ валли ҫурт тупса пама пултарнишӗн.
Харпӑр хӑй туса илекен продукцие вырнаҫтарма «Нашсельхоз» электрон лапамӗ пулӑшасса шанаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хӑйсен таварне сутас шухӑшлӑ, хамӑр республикӑра ӗҫлекен, ял хуҫалӑх статусне илнӗ предприяти-организацисем, ял хуҫалӑх таварне туса кӑларакансем хӑйсем пирки информаци вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Вӗсене районсенчи яваплӑ ӗҫченсем ку енӗпе пулӑшма тивӗҫ. Ҫавсен ятне-шывне, телефонне, электрон адресне республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Электронлӑ информаци лапамӗшӗн явапли — Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ. Электрон лапама ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи «Нашсельхоз» баннер урлӑ е нашсельхоз.рф каҫӑпа тухма пулать.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Пӗлме: Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» аккаунтра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Эпӗ Чӑваш Ене юрататӑп» проект хастарӗсем килӗшӳллӗ чӑваш элемеллӗ ҫипуҫ хатӗрленӗ.
«Пирӗн Чӑваш Ен — пирӗн тӑван ҫӗршыв, нумай ӗмӗрлӗ историпе пуян, пирӗн мӑн асаттесен тумтирӗсенче палӑртнӑ пӗртен-пӗр символӗсемпе паллӑ. Эпир сире ҫав кун-ҫулӑн пайӗпе паллашма, пирӗн ӑрура хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗн унӑн илсе ҫӳрекен элчӗ пулма сӗнетпӗр», — ҫырнӑ унта. «Пирӗн кӗпесем — уникаллӑ тата пӗртен-пӗр ҫамрӑксен модипе тӑван ен синтезӗ!» — шухӑшлаҫҫӗ хастарсем.
«Хамӑрӑн тымарсем ҫинчен астӑвар! Тӑван культурине аталантарма Ялав© проекта хутшӑн», — тесе чӗнекенсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗсен адресӗсене пӗлтернӗ: «Контактра» — vk.com/yalovechuvashiya; Инстаграмра — yalav_21.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ачасем Хӗл Мучи патне ҫыру ҫырма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче Роскомнадзор Хӗл Мучи патне ҫыру ямалли 70 ытла сайта хупнӑ.
Вӗсене пурне те ҫырура ачасен ят-шывне, ӑҫта пурӑннине кӑтартнӑшӑн хупнӑ. Паянхи кун тӗлне унашкал 76 ресурса тупса палӑртнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе йышӑну тӑвӗҫ.
Ведомство ачасене асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Хӗл Мучи патне ҫыру янӑ чухне хушамата, ята, ашшӗн ятне туллин палӑртмалла мар, ӑҫта пурӑннине тата хӑш шкулта вӗреннине те асӑнма юрамасть. «Хӗл Мучи пӗрре ҫеҫ. Вӑл сирӗн ят-шыва туллин ыйтмасть», — тенӗ Роскомнадзор ӗҫченӗсем.
Чӑваш Енре «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) обществӑпа политика юхӑмӗн хастарне Дмитрий Семенова тӗнче тетелӗнчи репостшӑн штрафланӑ. Ҫӗрпӳри суд ӑна «П... или смерть» футболка тӑхӑннӑ Питӗрти депутата Виталий Милонова репост тунӑшӑн айӑпланӑ.
Чӑвашри политика иртнӗ эрнере полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унта ӑна РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 20.29 статйипе айӑплассине пӗлтернӗ. Тӗнче тетелӗнчи страницӑсене пӑхса ларнӑ чух Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Дмитрий Семенов православипе ҫыхӑннӑ экстремизмла сӑнӳкерчӗке репост тунӑ тесе палӑртнӑ.
Ку тӗслӗх пӗли-пӗлми тата пули-пулми «класс!» пусса лариччен е репостличчен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмаллине пӗлтерет.
«Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх кашни халӑхӑнах пур. Чӑвашсен вӑл вӑйлӑ аталаннӑ. Ӑрӑмлӑх йӑлара, ӗҫре, вӑйӑра, ӗҫкӗ-ҫикӗре авалхи йӗркесене тытса пынипе — пӗтевсем, эрешсем ҫакнипе, пӑсни-сыватнипе, ӗҫни-ҫинипе, ҫӑвӑнни-шӑлӑннипе, сӗрни-тӗтӗрнипе, ака-суха, выльӑх-чӗрлӗх, суту-илӳ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ», — пӗлтерет хӑйӗн статьинче Виталий Станьял.
Чӑваш халӑх сайчӗ «Пилсемпе кӗлӗсем» кӗнекен электронлӑ вариантне уйрӑм сайт пек хатӗрлесе ҫитерчӗ. Унӑн адресӗ — kele.chuvash.org. Ҫӗнӗ сайтра эсир чӑвашсен ӑрӑмлӑ сӑмахӗсемпе паллашма пултаратӑр — чӳк кӗллисемпе, пилсемпе, йӑла йӗркисемпе тата ыттисемпе. Сайта хатӗрлес ӗҫе хутшӑнакансем унти информаципе усӑ курса эсир туйра та пулин хамӑр халӑхӑн ӑс-хакӑлӗпе туллин усӑ курасса шанаҫҫӗ.
Сайта кӗнекери пекех пайсем тӑрӑх йӗркеленӗ, кирлӗ пил сӑмахӗсене е чӳк кӗллисене хӑвӑрт кӑна тупма пулать. Унсӑр пуҫне сайтра шырав та йӗркеленӗ.
«Комсомольская правда» сайтра «Халӑх участковӑйне» суйлас енӗпе сасӑлав иртет. Вӑл вӗҫлениччен икӗ кун юлнӑ.
Унта пирӗн республика чысӗшӗн Сергей Ипатьев сасӑ пухать. Хальлӗхе вӑл 71-мӗш вырӑнта кӑна-ха. Уншӑн 125 ҫын сасӑ панӑ. Финала пӗтӗмпе 83 ҫын тухнӑ. Малти йӗркене Чечня Республикин ҫынни йышӑннӑ. Унтан — Тутарстанри участковӑй, кайран – Самар облаҫӗн ҫынни. Смоленск облаҫӗнчи тата Кабарда-Балкарти полицейскисем – юлашки вырӑнта.
Аса илтерер: «Халӑх участковӑйӗ» конкурс финалӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче старт илнӗ. Сергей Ипатьевшӑн сасӑлас тесен сайта кӗмелле.
Чӑваш Республикин «Открытые данные» (чӑв. Уҫӑ кӑтартусем) порталӗ Раҫҫейре лайӑххисен шутне лекнӗ. «Инфометр» тытӑм интернет-сайтсен уҫҫӑнлӑхне хакланӑ та, пирӗн регионти лайӑххине пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн республикӑн порталӗ ҫӗршывра пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Сайтсене 87 параметрпа хакланӑ. Чӑваш Енри портал экспертсемпе тӗрлӗ информаци шыракансене 89,2 процент тивӗҫтерет. Пӗлтӗрхинчен ку кӑтарту 4,6 процент лайӑхланнӑ. Регионсенчи порталсен уҫҫӑнлӑхӗ вӑтамран 48,37 процентпа танлашать.
«Открытые данные» портала Чӑваш Енре 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Унта кӗрсе куллен кирлӗ самай информаципе паллашма пулать, ҫав шутра пӗр-пӗр предприяти-организаци адресӗнчен пуҫласа инвестици проекчӗсем таранах пӗлме май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |